Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Элӗк районӗ

Культура

Шупашкарта пурӑнакан, Элӗк районӗнче ҫуралнӑ, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче 100 ҫул тултарнӑ Агриппина Янович вӑрҫӑ ветеранӗ ҫинчен ӳкернӗ фильм «Небесный град и земное Отчество – 2025» пӗтӗм Раҫҫейри фестивальте лауреат ятне тивӗҫнӗ.

Фестиваль Можайск хулинче иртнӗ, конкурса 132 кинолента тӑратнӑ. Михаил Ножкин поэт ертсе пыракан тӳресем 22 ӗҫе финал валли суйласа илнӗ.

«Через века – помните. Откровения участника ВОВ А.А. Янович» документлӑ фильм лауреат пулса тӑнӑ, ӑна ҫутӗҫ киновӗ категорире палӑртнӑ. Кинолента режиссёрӗ — Марина Янова.

Фильма Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 17 сехетре кӑтартӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/chuv_prok каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuv_prok каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, кӑнтӑрла, Элӗк районӗнчи Тавӑт ялӗнче пӗрисен пӳртӗнче пушар тухнӑ.

Колхоз урамӗнчи ҫуртри пушара сӳнтерме 7 специалистпа 2 техника пырса ҫитнӗ. Хӗрлӗ автана лӑплантарнӑ хыҫҫӑн 37 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.

Инкек вырӑнне вырӑнти районӑн прокурорӗ те пырса ҫитнӗ. Специалистсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пӳрте ятарласа чӗртсе янине асӑрхаман.

Арҫын пирус туртнӑ чухне асӑрханман тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/6452
 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Элӗк тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 24 ҫулти каччӑна 15 ҫул таран тӗрмене хупма пултарӗҫ.

Каччӑ кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Элӗкри культурӑпа кану паркӗнче виҫӗ яша наркотик сутнӑ. Халӗ ҫав пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ.

Наркотик туяннишӗн, упранишӗн 15 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Элӗк округӗнчи «Новый путь» хуҫалӑхӑн зоотехникӗ Регина Долгова Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнса ТОП-10 йыша кӗнӗ.

Пирӗн ентеш професси ӑсталӑхӗн «Профессире — чи лайӑххи» конкурсра «Зоотехник» номинацире хутшӑннӑ. Тупӑшу Ленинград облаҫӗнче иртнӗ. Финала регион тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ специалистсем ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ.

Финал пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Регина Долгова 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Самар облаҫӗнчи Юлия Зацепина тивӗҫнӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Элӗк округӗнчи ҫамрӑк фермер тата блогер Кирилл Степанов ял пурнӑҫӗ пирки документлӑ сериалта ӳкерӗннӗ. Ӳкерӳ ушкӑнӗ ун патне киле, Элӗк округӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялне, килнӗ. Юлашки кадрсене Шупашкарта вӗҫленӗ.

Хальлӗхе Кирилл Степанов мӗнле проекта тата платформӑна хутшӑнни пирки пӗлтермен – вӑрттӑнлӑхра ку. «Ӳкерӳ кунне тулли кӑмӑлпа аса илетӗп, ҫурӑм тӑрӑх ӑшӑ хум чупса иртет. Командӑна профессионаллӑхшӑн тавах!» - тесе ҫырнӑ ҫамрӑк фермер халӑх тетелӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23602
 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене ҫӗнӗ 39 автобус ҫитнӗ. Вӗсем авӑнӑн 1-мӗшӗнчен ачасене илсе ҫӳреме пуҫлӗҫ.

Ытларах автобуссене Канаш, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар округӗсене ярӗҫ. Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк округӗсене икшер автобус лекӗ. Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Красноармейски тата ытти округа (пӗтӗмпе 10 округа) пӗрер автобус парӗҫ.

Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ агротехникумне, Ҫӗмӗрлери политеха, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти колледжсене те автобус лекӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minobr21/17171
 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти трактор историйӗн музейӗ Ленинград облаҫӗнче чӑн-чӑн шоу кӑтартнӑ.

Унта сухалас енӗпе Раҫҫейӗн уҫӑ чемпионачӗ иртнӗ. Шупашкарти музей 22 раритет трактор тата ӗҫ хатӗрӗ кӑтартнӑ. Элӗк округӗнчи «Валинкке» халӑх ансамблӗн артисчӗсем вара юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Вӗсем костюм тӑхӑнса пирӗн йӑх-несӗлсем ҫурлапа, кӗреплепе епле ӗҫленине кӑтартса панӑ.

Паша Ангелина ячӗллӗ хӗрарӑмсен трактор бригадине куракансем уйрӑмах хапӑлласа йышӑннӑ. Хӗрарӑмсем техникӑна «итлеттернӗ» май юрланӑ та, ташланӑ та.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23177
 

Ял хуҫалӑхӗ
Кирил Степанов архивӗнчи сӑн
Кирил Степанов архивӗнчи сӑн

Элӗк округӗнче пурӑнакан Кирилл Степанов фермер тата блогер утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ «Агро-2025» бала хутшӑннӑ. Унта вӑл РФ ял хуҫалӑх министрӗпе Оксана Лутпа сӑн ӳкерӗннӗ.

Ҫак мероприятие РФ Ял хуҫалӑх министерстви йӗркеленӗ. Унта Раҫҫейри аграри университечӗсенче лайӑх вӗренекен студентсем хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен 7 ҫамрӑк кайнӑ. Вӗсен йышне Кирилл Степанов та лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн

Элӗк округӗнче 76 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ.

Димитриева (Дмитриева) Маргарита Петровна Шуркасси ялӗнче пурӑнать. Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл килтен кайнӑ та таврӑнман. Тӑванӗсем вӑл ӑҫталла ҫул тытнине пӗлмеҫҫӗ. Вӑл ӑс-тӑн арпашӑннипе аптӑрама пултарать.

Ӑна куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 89876687081 (шырав инфоргӗ Виктория (Искрич).

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри чи лайӑх зоотехнике палӑртнӑ. Вӑл – Элӗк тӑрӑхӗнчен .

Регина Долгова «Новый путь» хуҫалӑхра тӗп зоотехникра ӗҫлет.

Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Профессире - чи лайӑххи» конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче тупӑшса мала тухнӑ.

Сӑмах май, ӑмӑрту Патӑрьел округӗнче иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13611
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 70
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 29

1906
120
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1933
93
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи